

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Шанхайри ӗҫтешлӗх организацийӗн саммитне Уфара ирттерме хатӗрленнине халалланӑ ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ. Республикӑн тӗп хули пӗтӗм тӗнчери форума 2028 ҫулта йышӑнӗ.
Лару вӑхӑтӗнче йӗркелӳ евӗр тӗп ыйтусене пӑхса тухнă. Тӗлпулӑва хутшӑнакансем хатӗрленӗве тытса пымалли тытӑма йӗркелессине, ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртассине тата патшалӑх пуҫлӑхӗсен делегацийӗсем йышӑнакан лаптӑксене суйлассине сӳтсе явнă. Ҫитес саммитӑн пулӑмлӑ пуян программине туса хатӗрлесси ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнă, каласа панă ПР Пуҫлӑхӗн пресс-службинче.
Регион ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, мероприятие ӑнӑҫлӑ йӗркелеме системӑллӑ меслет тата ҫакнашкал форумсене, ҫав шутра ют ҫӗршыв форумӗсене, ирттерессин малта пыракан опытне тӗплӗн тӗпчени пӗлтерӗшлӗ.
Радий Хабиров пулас пулӑм республикӑпа пӗтӗмӗшле ҫӗршыв имиджӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
— Республика Уфари ШОС саммитне тивӗҫлӗ ирттерме ӑнтӑлӗ. Тӗнчери хутшӑнусен пӗлтерӗшне тата Раҫҫейӗн хальхи тӗнчери пӗлтерӗшне пурте ӑнланаҫҫӗ. Ҫак мероприятие йышӑнни пирӗншӗн — пысӑк чыс тата ҫав вӑхӑтрах яваплӑх, — пӗтӗмлетнӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.
https://resbash.ru/news/ekonomika/2026-10-09/v-dome-respubliki-obsudili-podgotovku-ufy-k-sammitu-shos-2028-4840023