

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Америка администрацийӗ, США президенчӗ Дональд Трамп тата унӑн Украинӑри йӗркелӳ енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ представителӗсем посредникла тӑрӑшнине пысӑка хурса хакланӑ. Кун пирки юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Раҫҫей ертӳҫин пулӑшуҫи Юрий Ушаков пӗлтернӗ.
«Раҫҫей президенчӗ США администрацийӗ, Дональд Трамп хӑй тата унӑн пӗр-пӗрне килӗшекен йышӑнусем шыракан ятарлӑ представителӗсем посредникла тӑрӑшнине пысӑка хурса хакланӑ», — тенӗ вӑл.
Ушаков пӗлтернӗ тӑрӑх, Украина таврашӗнчи лару-тӑру Путин Трампӑн ятарлӑ посланникӗпе Стивен Уиткоффпа калаҫнин тӗп теми пулса тӑнӑ.
Раҫҫей тата США президенчӗсем октябрӗн 9-мӗшӗнче телефонпа калаҫнӑ май пуҫланӑ ҫирӗп тӑнӑҫлӑха ҫитмелли ҫулсем пирки икӗ ен шухӑшсемпе ылмашӑнассине малалла тӑснă. Унсӑр пуҫне Раҫҫей, США тата Украина представителӗсем хутшӑннипе виҫӗ енлӗ калаҫусене ҫӗнӗрен пуҫарма май пуррине сӳтсе явнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2188060/2026-10-21/putin-vysoko-otcenil-usiliia-trampa-po-uregulirovaniiu-na-ukraine