Пушкӑртстанра Ишимбайри следстви уйрӑмӗ Салават хулинчи 38 ҫулти ҫын пирки «взятка пани» статйипе преступлени тунă тесе уголовлă ĕç пуҫарнӑ.
Регионти Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче коммерци организацийӗн ӗҫченӗ Раҫҫейри ШĔМ Ишимбай районӗнчи пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан полицейскине туртса илнӗ ятарлӑ строительство техникине ăна пама пулăшма ыйтнă, çавăншăн взятка пама пулнă. Спецтехникăна саккунсӑр майпа хӑйӑр-грави хутӑшӗ кăларнине тӗрӗслес шайра Ишимбай район территорийӗнче туртса илнӗ.
Тепӗр тӗлпулура çак ҫын каллех полицейскине унӑн ыйтӑвне саккунсӑр укҫа тӳлессишӗн татса пама сӗннӗ те ӑна 50 пин тенкӗ панӑ, кайран вара ӑна полицейскипе пӗрле тытса чарнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ мӗнле пулса иртнине тĕпчеççĕ, укҫине туртса илнĕ. Ҫакна курса тӑракансене тата ытти свидетельсене допрос тӑваҫҫӗ. Преступлени тунӑ тесе шутланакана чармалли мера — хуларан ниçта та кайма юрамасть — суйласа илнӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.