Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
17 Августӑн 2021, 14:23

Хĕрарăм Интернетра хăвăрт ĕçлесе илес тесе 3 млн тенкĕсĕр тăрса юлнă

Полицие Альметьевскра пурӑнакан 48 ҫулхи хӗрарӑм килнӗ. Вӑл кил-çуртне юсама 950 пин тенкӗ кредит илни пирки каласа панă, пӗлтерет ТР МВД пресс-служби.  

Анчах та соцсетьре ҫӑмӑл укҫа ĕçлесе илме май пурри ҫинчен рекламӑна курнӑ. Хӗрарӑм анкетӑна çырнă та кӑшт вӑхӑт иртсен унпа палламан ҫын ҫыхăннă. Арҫын финанс аналитикĕ пулнӑ имĕш, тата инвестиципе укҫа ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен каласа панӑ. Хĕрарӑма условийӗсем çырлахтарнă, вăл онлайн вӗреннӗ те малалла ӗҫлеме телефон ҫине ятарлӑ приложени уçласа илнĕ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл банка кайнӑ, унта 950 пин тенкĕ аллине илнĕ те кредитне вара «ӗҫе» пуҫлама пӗлмен счет ҫине куҫарнă.

Тепӗр куннех ăна каллех консультант шӑнкӑравланă та каллех укҫа хывма сӗннӗ. Вӑл хӗрарӑма тата тепӗр кредит илме ӳкӗтленӗ. Хальхинче шанакан хӗрарӑм 207 пин тенкӗ илнӗ. Анчах аферистсем кашни кун шӑнкӑравлама пуçланă. Пӗтӗмӗшле илсен хӗрарӑм кредит валли 3 млн тенке яхӑн укҫа илнĕ. Палламан çынсем тата 4 пин доллар страховка туса пама ыйтма пуҫласан, хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланса илнӗ те полицие кайнӑ.

Ку факт пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

https://www.tatar-inform.ru

Хĕрарăм Интернетра хăвăрт ĕçлесе илес тесе 3 млн тенкĕсĕр тăрса юлнă
Хĕрарăм Интернетра хăвăрт ĕçлесе илес тесе 3 млн тенкĕсĕр тăрса юлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: