Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
24 Августӑн 2021, 12:04

Пушкӑртстанра экс-прокурора 8 ҫуллӑха хупса лартма пултараҫҫӗ

Арçынна взятка илнĕ тесе айăплаççĕ.

Пушкӑртстанра экс-прокурора 8 ҫуллӑха хупса лартма пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра экс-прокурора 8 ҫуллӑха хупса лартма пултараҫҫӗ

Суд Учалы районĕн прокурорĕ пулнӑ çын пирки приговор йышӑннӑ. Ăна уйрӑмах пысӑк виҫепе взятка илнӗшӗн айӑпланӑ.

Малтанхи информаци тӑрӑх, Пушкӑртстанри Учалă районӗнчи 42 ҫулхи прокурор 2016 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулччен вырӑнти предпринимательсенчен унӑн закона пăсса месторожденисене туса хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ бизнесӗнче пулăшса пынă, закона пăснисене курмиш пулнă. Икӗ ҫул хушшинче илнӗ взяткӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 660 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ.

Каярахпа Белорецкри районсем хушшинчи суд прокурор пулнӑ çынна тӳрре кăларнă, анчах Пушкăртстан Аслӑ сучӗ тӳрре кӑлармалли приговора пӑрахӑҫланӑ. Ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна 8 ҫул хушши ирӗклӗхсӗр тӑрса юлма наказани панӑ. Унсӑр пуҫне айӑпланаканӑн пурӗ 3 млн 312 пин тенкӗ чухлӗ штраф тӳлемелле пулать (взятка илнĕ суммăран пилĕк хут нумайрах).

МИХ информацийĕпе.

 

Пушкӑртстанра экс-прокурора 8 ҫуллӑха хупса лартма пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра экс-прокурора 8 ҫуллӑха хупса лартма пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: