Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
24 Сентябрӗн 2021, 15:20

Уфари гимназие иртенпе мĕнпур спецслужбăсене чĕнтернĕ

Сентябрӗн 24-мӗшӗнче Уфа варринчи Ф.Х. Мустафина ячӗллӗ пушкăрт гимназийӗ патне ятарлӑ службӑсем пухӑннӑ.  

"Башинформ" агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, учительсем ашшӗ-амӑшне уроксем хыҫҫӑн ачасене кĕтсе илме ыйтнӑ. Ҫав хушӑрах вӗренӳ заведенийӗн ҫурчӗ патӗнче васкавлӑ пулӑшу, пушар, полици, Росгварди машинисене асӑрханӑ.

"Росгвардеецсем тата полицейскисем гимнази кабинечӗсене пӑхса тухрӗҫ. Нимӗн те тупайман пулас", — каласа панӑ ӑна курнӑ ҫын.

Гимнази сотрудникӗ каланӑ тӑрӑх, "иртенпех «террор» пӗлтернӗ, халӗ каллех шӑнкӑрав пулнă. Пирӗн ачасем шӑнкӑравлаҫҫӗ. Ирхине полици пулчӗ".

Ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян тата тепӗр шкула — 44-мĕшне ятарлӑ службӑсем килнӗ.

Паллӑ ӗнтӗ, камерӑсем тӑрӑх унта шанчӑксӑр арҫынна асӑрханӑ. "Пӑшаллӑ арҫынна асӑрханӑ. Малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, учитель электронлӑ тир валли электронлӑ пӑшал илсе килнӗ", — ӑнлантарнă информагентствăна.

Тӗрӗсленĕ даннăйсем тӑрӑх, спецслужбăсене паян 91-мӗш гимназире те асӑрханӑ.

"Башинформ" агентство асӑннӑ лару-тӑру пирки право сыхлавӗн органӗсене комментари пама ыйтнӑ.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Уфари гимназие иртенпе мĕнпур спецслужбăсене чĕнтернĕ
Уфари гимназие иртенпе мĕнпур спецслужбăсене чĕнтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: