Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
30 Сентябрӗн 2021, 11:07

Пушкӑртстанри виҫӗ студент виллине тупнӑ

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче, Оренбург облаҫӗнчи Гай хулинче Пушкӑртстанри виҫӗ хӗр виллине тупнӑ.  

Пушкӑртстанри виҫӗ студент виллине тупнӑ
Пушкӑртстанри виҫӗ студент виллине тупнӑ

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче, Оренбург облаҫӗнчи Гай хулинче Пушкӑртстанри виҫӗ хӗр виллине тупнӑ.

Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, 18 — 20 ҫулсенчи вырӑнти медицина колледжӗн студенткисем каснӑ сурансенчен вилнӗ.

"Башинформ" агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ хӗр кӗлеткине тара илнĕ хваттерте тупнă, теприне — нумай хваттерлӗ ҫуртӑн картишӗнче. Вĕлернĕ икӗ хĕрĕ Баймак районӗнче ҫуралса ӳснӗ, тепри – Пушкӑртри Кугарчă районӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Ку факт тӑрӑх уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Уйрӑмах тискер преступление уҫма вырӑнти право сыхлавӗн органӗсем пуçăннă, вӗсене Пушкӑртстанри ШӖМ сотрудникӗсем пулӑшаҫҫӗ. Малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ хӗрсене пуртӑпа вӗлернӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ:  gts.tv

Пушкӑртстанри виҫӗ студент виллине тупнӑ
Пушкӑртстанри виҫӗ студент виллине тупнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: