Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
4 Октябрӗн 2021, 13:06

"Комăра": полицейскисем виҫӗ ҫынна вӗлернĕ тесе тытса чарнă çынна ыйтса тӗпчеме пултараймаҫҫӗ

Тытса чарнӑранпа арҫын тулашра пулса иртни ҫине пачах  нимĕнле  реакци памасть.  

"Комăра": полицейскисем виҫӗ ҫынна вӗлернĕ тесе тытса чарнă çынна ыйтса тӗпчеме пултараймаҫҫӗ
"Комăра": полицейскисем виҫӗ ҫынна вӗлернĕ тесе тытса чарнă çынна ыйтса тӗпчеме пултараймаҫҫӗ

Оренбург облаҫӗнче право сыхлавҫисем Гай хулине Пушкăртстанран вӗренме килнӗ виҫӗ студенткăна вӗлернĕ тесе шутлакан Александр Лазаревран ыйтса пӗлме пултараймаҫҫӗ-ха. SHOT телеграм-канал пĕлтернĕ тăрăх, ҫакӑ унӑн сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ.

Тытса чарнӑранпа арҫын тулашра пулса иртни ҫине пачах та нимĕнле те реакци памасть.

Медиксен информацийӗ тӑрӑх, паллӑ мар этиологи коми те пулма пултарать. Ҫав хушӑрах ÿт-пÿ енчен вӑл йӗркеллех юлать. Полицейскисем çын вĕлернĕ тесе шутлакан арçын юри çапла хăтланать тесе те шутлаççĕ.

Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Лазарев, клуб директорне вӗлернӗшӗн 9,5 ҫул тĕрмене лартнăскер, икӗ уйӑх каялла ирӗке тухнӑ. Унччен ӑна вӑрӑ-хурахшӑн айӑпланӑ. Сентябрӗн 30-мӗшӗнче, Оренбург облаҫӗнчи Гай хулинче медколледжӑн 19, 18 тата 17 ҫулхи виҫӗ студенткине вӗлернӗ. Преступлени тунă çынна палӑртма хулара тупнӑ юнлӑ япаласен экспертизи пулӑшнӑ. Преступника тытма Орскри икӗ ҫамрӑк çын тата вӗсенчен пӗрин ашшӗ пулӑшнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: соцсетьсем.

"Комăра": полицейскисем виҫӗ ҫынна вӗлернĕ тесе тытса чарнă çынна ыйтса тӗпчеме пултараймаҫҫӗ
"Комăра": полицейскисем виҫӗ ҫынна вӗлернĕ тесе тытса чарнă çынна ыйтса тӗпчеме пултараймаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: