0 °С
Пӗлӗтлӗ
Телефон мошенникӗ Пушкӑртра пурӑнакан 80 ҫулхи хӗрарӑмран 1,5 млн тенкӗ илӗртсе илнӗ.
ШӖМ пĕлтернĕ тӑрӑх, арҫын ватӑ хӗрарӑма шӑнкӑравланӑ, право сыхлавӗн органӗсен сотрудникӗ тесе хăйпе паллаштарнă тата унӑн картти ҫинчен укҫа хывса илнине пӗлтернӗ. Банк счечӗсене хӑрушсӑрлатас тесен палӑртнӑ укҫана куҫармалла, — тенӗ вӑл.
Хӑраса ӳкнӗ пенсионер мошенник хушӑвӗсене итленӗ, паллӑ мар счет çине 1,5 млн тенкӗ куçарнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.