Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
3 Декабрӗн 2021, 13:55

Ÿсер кĕвĕн руль умне ларнă арçынна 7 çула тĕрмене хупма приговор йышăннă

Айӑпланакан айӑпа йышӑннă.

Ÿсер кĕвĕн руль умне ларнă арçынна 7 çула тĕрмене хупма приговор йышăннă
Ÿсер кĕвĕн руль умне ларнă арçынна 7 çула тĕрмене хупма приговор йышăннă

Ҫакӑн пек вердикт Уфари Калинин район сучĕ 41 ҫулхи водителӗ пирки (унӑн айӑпне пула ДТПра çын вилнĕ) йышӑннӑ.

Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи январь уйӑхӗнче ӳсӗр арҫын «Ford EXPLORER» автомобильпе «встречкăна» тухнӑ та "Hyundai Elantra" тӗл пулнӑ. Ҫавна пула тӗл пулнă машина водителӗ нăкă суранланнă та 11 кунран больницӑра вилнӗ. Вилнӗ арçыннăн арӑмӗпе 3 ҫулхи ачин те сывлӑхне пысӑк сиен кӳнӗ сурансем пулнă.

Айӑпланакан айӑпа йышӑннă.

Суд авари тунă водителе 7 ҫул хушши пӗрлехи режимлă колоние ярса ирӗклӗхсӗр хăварма наказани пама палӑртнӑ.

Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.

ПР прокуратурин информацийĕпе.  

Сăнÿкерчекĕ: newstula.ru

Ÿсер кĕвĕн руль умне ларнă арçынна 7 çула тĕрмене хупма приговор йышăннă
Ÿсер кĕвĕн руль умне ларнă арçынна 7 çула тĕрмене хупма приговор йышăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: