Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Право тата закон
7 Декабрӗн 2021, 14:05

Ÿсӗр водитель ДТП лекнӗ. Пассажирĕ вилнӗ

Иртнӗ талӑк хушшинче республикӑра тӑхӑр ДТП регистрациленӗ, унта пӗр ҫын вилнӗ тата вуннӑшĕ суранланнă.

Ÿсӗр водитель ДТП лекнӗ. Пассажирĕ вилнӗ
Ÿсӗр водитель ДТП лекнӗ. Пассажирĕ вилнӗ

Авари Шаран районӗнче декабрӗн 6-мӗшĕнче пулса иртнӗ, пӗлтерет ПР УГИБДД пресс-служби.

Пелепей—Николаевка—Туймазă— Бакалă çул çинче 33 ҫулхи арҫын "Соляриспа" машинӑна кювета тӳнтерсе янӑ. Сурансене пула легковушкӑн 34 ҫулхи пассажирӗ вилнӗ. Водитель руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ.

Иртнӗ талӑк хушшинче республикӑра тӑхӑр ДТП регистрациленӗ, унта пӗр ҫын вилнӗ тата вуннӑшĕ суранланнă. ГИБДД сотрудникӗсем ПДД пӑснӑ икӗ пин ҫынна яхӑн тупса палӑртнӑ, 26 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ.

https://resbash.ru/news  

Сăнÿкерчĕкĕ: УГИБДД МВД по РБ пресс-служби.

Ÿсӗр водитель ДТП лекнӗ. Пассажирĕ вилнӗ
Ÿсӗр водитель ДТП лекнӗ. Пассажирĕ вилнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: