Çутă çул
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
3 Кӑрлач 2022, 14:35

"Банк сотрудникĕсене" 470 пин тенкĕ куçарнă та...

Пушкӑртстанра иртнӗ талӑк хушшинче мошенниксем тĕлĕшпе виҫӗ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, пӗлтерет регион МВД пресс-служби.

Сӑмахран, Баймак районӗнчи 39 ҫулхи хӗрарӑм 470 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне банкра ӗҫлекен палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӗрарӑм ячĕпе кредит илме тӑрӑшаҫҫӗ имӗш, тенĕ. Хӑйӗн укҫине упраса хӑварас тесен, унăн укçине мошенник кӑтартнӑ банк картти ҫине куҫармалла пулнă, паллах, юлашкинчен хĕрарăм нимсĕр юлнă.
Ватӑ уфимец хӑйӗн шанӑҫне пула инкек курнӑ. Вӑл хӑйӗн укҫине акцисем сутас сӑлтавпа палламан çынна куҫарнӑ, ҫавна пула 550 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Регион МВД каллех аса илтереҫҫӗ: палламан ҫынсене укҫа ан куҫарӑр, социаллӑ сетьсенче хутшӑннӑ чухне тимлӗ пулӑр. Пӗлӗшсенчен шанчӑксӑр хыпар илнӗ чухне вӗсемпе хӑйсен номерӗпе ҫыхӑнăр та информацие тӗрӗслӗр.
https://resbash.ru/
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

"Банк сотрудникĕсене" 470 пин тенкĕ куçарнă та...
"Банк сотрудникĕсене" 470 пин тенкĕ куçарнă та...
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: