Çутă çул
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
16 Мартӑн 2022, 09:59

Мошенниксем фейк сайчӗсенче банк карттисене тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ

Вĕсене шансан, укçасăр тăрса юлма пултаратăр.

Мошенниксем фейк сайчӗсенче банк карттисене тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ
Мошенниксем фейк сайчӗсенче банк карттисене тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ

Интернетра банк карттисем упранса юлнине тӗрӗслеме сӗнекен фейк сайчӗсем тупӑнчӗҫ. Ҫак ресурссем Раççейри 100 пин ытла картти ҫинчен калакан информаци базӑна лексен хастарланнӑ. Роскачество пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, çав сервиссене соцсетьсенче тата ТГ-каналсенче хастар рекламӑлаҫҫӗ.

Схема ҫакӑн пек: банк карттин хуҫине вӗсем усал шухӑшлӑ ҫынсен аллине лекмен-ши тесе тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ. Юлашкинчен вара ҫын счет çинчи пур укҫасӑр тӑрса юлма пултарать.

"Роскачество банк карттисене тӗрӗслекен пӗр официаллӑ сервис ҫук тесе асӑрхаттарать усӑ куракансене. Çакнашкал сервиссем пурте мошенниксем пулса тӑраҫҫӗ. Иккӗлентерекен сайтсенче даннӑйсене ан кӗртӗр е телефонпа калаҫнӑ чухне вӗсене мошенника ан ҫыртарӑр", — палӑртать цифра продукчӗсен тест ирттерес енӗпе ĕçлекен Роскачество аслӑ специалисчӗ Сергей Кузьменко.  «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Мошенниксем фейк сайчӗсенче банк карттисене тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ
Мошенниксем фейк сайчӗсенче банк карттисене тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: