Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
9 Июнӗн 2022, 21:43

Вӗреннӗшӗн тӳлеме Пушкӑрт студенчӗ ӗнесем вӑрланӑ

Ку пăтăрмах республикӑн Альшей районӗнче пулса иртнӗ.

Вӗреннӗшӗн тӳлеме Пушкӑрт студенчӗ ӗнесем вӑрланӑ
Вӗреннӗшӗн тӳлеме Пушкӑрт студенчӗ ӗнесем вӑрланӑ

Ку пăтăрмах республикӑн Альшей районӗнче пулса иртнӗ.
Мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫухалнине Чуракаево ялӗнче пурӑнакан 56 ҫулти ҫын апрель уйӑхӗн вӗҫӗнчех асăрханă, анчах ĕнесем хӑйсемех кӗтӳ кӗтмелли вырӑна пӑрахса кайнине шаннă. Пӗр уйӑх хушши арҫынпа унӑн мӑшӑрӗ ӗнесене шыранă, анчах вӗсене тупайман. Ҫав тапхӑртах арçыннăн арӑмӗ больницӑна лекнӗ те, шыравсене чарса лартмалла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ял тӑрӑхĕнчи полицин оперативлӑ сотрудникне те хыпар çитнĕ. Вӑл хӑй шырава тытăнма шут тытнӑ та, выльӑхсем ҫухалнӑ кун пӗр вырӑнти ҫын уй ҫывӑхӗнче прицеплӑ "Шевроле Нива" марка машинине курнӑ иккен. Автомобиль хуҫи Пушкӑртри пӗр аслӑ шкулӑн пиллӗкмӗш курсĕнче вĕренекен 24 ҫулхи студент пулнӑ. Ӗнесене шӑпах вӑл вӑрланӑ. Ҫамрӑк ҫын ӗнесене 80 пин тенкӗлĕх пусса сутма ĕлкĕрнĕ, çавăнтан вăл 75 пин тенкине вӗреннӗшӗн тÿленĕ. Уголовнӑй ӗҫ хускатнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Вӗреннӗшӗн тӳлеме Пушкӑрт студенчӗ ӗнесем вӑрланӑ
Вӗреннӗшӗн тӳлеме Пушкӑрт студенчӗ ӗнесем вӑрланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: