Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
23 Июнӗн 2022, 10:56

Пишпÿлек районĕнче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунӑ чухне саккуна пӑснине палӑртнӑ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пишпÿлек районĕнче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунӑ чухне саккуна пӑснине палӑртнӑ
Пишпÿлек районĕнче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунӑ чухне саккуна пӑснине палӑртнӑ

 

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫлас йĕркепе фельдшерпа акушер пункчӗсем тунӑ чухне район прокуратури саккунсене пӑснине палӑртнӑ. 2021 ҫулта Пушкӑртстан Республикин Сывлӑх сыхлав министерствипе подрядлӑ организаци пурлӑхпа техника тивӗҫтерӗвне  Сухоречкӑра тата Биккулта ФАПсен икӗ модульлӗ ҫуртне тума контракт тунӑ.

2021 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче ФАПсене ПР Пишпÿлекри тĕп район больници йышӑннӑ, ӗҫсемшĕн туллин тӳленӗ. Ҫав хушӑрах район прокуратури кӑҫал пурнӑҫланӑ ӗҫсен пахалӑхне тӗрӗсленӗ май йĕркене чылай пӑснине палӑртнӑ. Фельдшер пункчӗсен вырӑнӗсенче конвекторсем вырнаҫтарман, ҫуртсене шывпа тивӗҫтермелли системӑпа ҫыхӑнтарман, чӳречесем тӗлӗнчи вырӑнсенче вентиляторсем пулман, шыв нагревателӗсене шывпа тивӗҫтермелли системӑпа ҫыхӑнтарман, москит сеткисем пулман. Район прокуратури пӑсни пирки УМТО ПР Минздрав и ГБУЗ Пишпÿлекри ЦРБ ячĕпе представлени кӗртнӗ, должноҫри икӗ ҫынна дисциплиналлӑ яваплӑха тыттарнӑ.

Палӑртнӑ ҫитменлӗхсене подрядчик оперативлӑ пӗтернӗ.

Павел ЦЫНАЕВ,

Пишпÿлек район прокурорӗн заместителӗ, юстицин кӗҫӗн советникӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

 

Пишпÿлек районĕнче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунӑ чухне саккуна пӑснине палӑртнӑ
Пишпÿлек районĕнче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунӑ чухне саккуна пӑснине палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: