Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
23 Июнӗн 2022, 22:15

Пушкӑртстанра пулӑ хуҫалӑх зонисем пулӗҫ

Пулӑ тытӑмлӑх зонисене йӗркелемеллине, вӗсен чиккисене улӑштарассине Пушкӑртстан Республикин Правительстви палӑртӗ.

Пушкӑртстанра пулӑ хуҫалӑх зонисем пулӗҫ
Пушкӑртстанра пулӑ хуҫалӑх зонисем пулӗҫ

ПР Патшалӑх Пухăвĕн депутачӗсем "ПР Саккунне пулӑ тытасси тата вӗсене упрасси ҫинчен" саккуна улшăнкусем кĕртесси çинчен" саккун проектне вуласа пӗтерес тӗлӗшпе йышӑнма палӑртаҫҫӗ. Пӗрремӗш вулавра апрель уйӑхӗнче документа йышӑннӑ.
ПР Патшалӑх Пухăвӗн председателӗ Константин Толкачев каланӑ тӑрӑх, республикӑри саккунсене килхуҫалӑх зонин ӑнланӑвне кӗртеҫҫӗ. Саккун проекчӗн тӗп тӗллевӗ – шыв биоресурсӗсене сыхласа хӑварасси, аквакультурӑсемпе пулӑ тытасси. Ку статуса палӑртнӑ ӗҫ-хӗлӗн тӗсӗсене тытса пыма тулли е татӑкӑн-татӑкӑн чарусем палӑртаҫҫӗ.
Пулӑ тытӑмлӑх зонисене йӗркелемеллине, вӗсен чиккисене улӑштарассине Пушкӑртстан Республикин Правительстви палӑртӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ufa.mk.ru

Пушкӑртстанра пулӑ хуҫалӑх зонисем пулӗҫ
Пушкӑртстанра пулӑ хуҫалӑх зонисем пулӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: