Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
30 Июнӗн 2022, 08:52

Ситекре выльăх вăрланă

Выльăх çухалсан, çийĕнчех полицие пĕлтермелле.

Ситекре выльăх вăрланă
Ситекре выльăх вăрланă

Полици сотрудникӗсем ҫакнашкал преступленисене уҫма профилактика мерисем йышӑнаҫҫӗ тата ҫӗрлехи вӑхӑтра ятарлӑ мероприятисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ, — преступниксем тарма пултаракан вырӑнсенче заслонсем тӑратаҫҫӗ. Пасарсенче аш-какай туяннă-сутнă çерте, аш-какай хатӗрлекен предприятисенче суту-илӳ вырӑнӗсенче ӗҫ пырать.

Ҫапла, 2022 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнчен 16-мӗшнехи çĕрле намăссăрсем "Урожай" ОООн Ситекрен пĕр ҫухрӑмра ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнерех вырнаҫнӑ сӗт-тавар фермин вӑкӑр ӗрчетекен витине кӗнĕ, унтан 10 ҫулти ӑйӑра, 8 ҫулти лашана вӑрттӑн вӑрласа кайнă. "Урожай" ООО ертӳҫи йышӑннӑ мерӑсем выльӑх-чӗрлӗхе сыхлама ҫителӗксӗр пулнă.

Çавна май черетлӗ хут тархасласа ыйтатпӑр: районти хисеплӗ ҫынсем, сирӗн хушма хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе сыхлассипе мерăсене вӑйлатӑр. Пĕр вăрласа кайнă выльăха кайран тупма питĕ йывăр. Ытларах чухне çакнашкал преступленисем уçман кĕвĕнех тăрса юлаççĕ. Меншĕн тесен преступниксем выльăха çийĕнчех пусаççĕ, е урăх вырăна — Оренбург облаçне, Казахстана хăваласа каяççĕ.

Унсӑр пуҫне, пур выльӑх-чӗрлӗхе те ял администрацийӗсенче шута илмелле, кашни выльӑха клеймӑламалла. Ну, паллах, выльӑх-чӗрлӗхе çарансем çинче асӑрхамасӑр хӑвармалла мар. Ку ыйтӑва тӑвансемпе, кӳршӗсемпе, е пӗтӗм тӗнчепе пӗрле татса пама пулать пулӗ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен те ҫӗрлехи вӑхӑтра объектсене хураллассине, хуралҫӑсене вӗрентессине, видеокамерӑсемпе видеозаписьлӗ объектсене йӗркелессине уйрӑмах тимлӗн асӑрхамалла.

Раççей ОМВД Пишпÿлек районĕнчи следстви ушкăнĕ.

Ситекре выльăх вăрланă
Ситекре выльăх вăрланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: