Предприниматель ӗҫлеменнине пула Пушкӑртри Мишкин районӗнче ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 295 гектар ҫӗр ӳссе ларнӑ. Кун пирки регионти Россельхознадзор управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Сӑмах 151,3 тата 143,3 гектар лаптӑксемпе ӳссе ларнӑ икӗ ялхуҫалӑх улӑхӗ ҫинчен пырать, вӗсене пӗлтӗрхи ноябрь уйӑхӗнче Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн сотрудникӗсем тупнӑ.
"Рейд вӑхӑтӗнче ҫак ҫӗрсемпе "К.С. Баширов" ИП аренди правипе усӑ курманнине е уйрӑммӑн усӑ курнине палӑртнӑ. Участоксене ҫумкурӑклӑ, йывӑҫ-тӗмлӗ ӳсентӑран пусса илнӗ. Ялхуҫалӑх культурисене акса ӳстерни факта кунта сӑнамаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, типӗ йывăç юлашкисем пурри асӑннӑ участоксемпе сахалтан та пилӗк ҫул хушши усӑ курманни ҫинчен калать".
Предпринимателе пӗтӗмӗшле 295 гектартан кая мар лаптӑк ялхуҫалӑх угодийӗсене ӳсӗмрен тасатма хушнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-01-30/v-bashkirii-individualnyy-predprinimatel-dopustil-zarastanie-pochti-300-ga-zemel-selhoznacheniya-3123538
Сăнÿкерчĕкĕ: Россельхознадзор управленийӗн пресс-служби.