Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
13 Апрелӗн 2023, 22:22

ЕГРН сведенисене сутнӑшӑн 400 пин тенкӗ штраф параççĕ

Тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн штраф 15 пин тенкӗрен пуҫласа 25 пин тенкӗ таран уйрăм ҫынсем валли пулӗ.

ЕГРН сведенисене сутнӑшӑн 400 пин тенкӗ штраф параççĕ
ЕГРН сведенисене сутнӑшӑн 400 пин тенкӗ штраф параççĕ

Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш çынсене куҫман пурлӑх госреестрӗнчен сведенисене сутнӑшӑн административлӑ яваплӑх ҫинчен тата Росреестрӑн икӗ хутлӑ сайчӗсене тӑвассишӗн административлӑ явап тыттарасси ҫинчен калакан саккун проектне иккӗмӗш вулавра йышӑннӑ.

Тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн штраф 15 пин тенкӗрен пуҫласа 25 пин тенкӗ таран уйрăм ҫынсем валли пулӗ,

40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран — должноҫри ҫынсем валли,

80 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран— предпринимательсем валли,

350 пинрен пуҫласа 400 пин тенкӗ таран — юридика сăпачĕсем валли. Тепӗр хут пӑснӑшӑн штрафа ӳстереҫҫӗ.

Росреестрӑн кашни ҫул вуншар сайт-йӗкӗреш сайтсемпе кӗрешме тивет.  Ҫавӑн пек "ют" ресурссем ҫулталӑкра темиҫе миллиард тенкӗ куҫман пӗр патшалӑх информацине сутса ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем паракан сведенисем килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн мӗн калама пултарнине яланах тӗрӗс мар. Халӗ мошенник сайчӗсемпе кӗрешме ҫӑмӑлтарах пулать.

Росреестрӑн чӑн сайчӗн адресĕ https://rosreestr.gov.ru/

Кадастр палати — https://kadastr.ru/

https://www.bashinform.ru/news/likbez/2023-04-13/za-pereprodazhu-svedeniy-iz-egrn-naznachaetsya-shtraf-do-400-tys-rubley-3219127

 

 

ЕГРН сведенисене сутнӑшӑн 400 пин тенкӗ штраф параççĕ
ЕГРН сведенисене сутнӑшӑн 400 пин тенкӗ штраф параççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: