Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Право тата закон
10 Ноябрӗн 2023, 07:27

Паян — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫӗсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ

Ноябрĕн 10-мĕшĕ - Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫӗсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ.

Паян — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫӗсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗПаян — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫӗсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ
Паян — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫӗсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ


Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем! Хаклӑ ветерансем!Професси уявӗпе чӗререн саламлатпӑр!
Право хуралӗн органӗсенче служба тивӗҫлипе чи йывӑр та яваплӑ ĕçсенчен пӗри шутланать. Вӑл мораль тӗлӗшӗнчен пысӑк пахалӑхсем, тарӑн пӗлӳ, граждансем ҫине тимлӗ те сисӗмлӗ пӑхма ыйтать. Полици сотрудникӗсем, талӑкӗпех службӑра тӑраканскерсем, хӑйсен вӑхӑчĕпе шутлашмаҫҫӗ, ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн хӑйсене хӑйсем шеллемеҫҫӗ. Ҫакӑ пурте чӗререн хисепе тивĕçлĕ.
Пишпÿлек районӗ хӑйсене саккуна пӑхӑнса тата право йӗркине тивӗҫтерес ĕҫе халалланӑ ҫынсен ячӗсемпе чапа тухнӑ. Эсир ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен, ҫирӗп йӑла-йӗркепе, служба тивĕçне тӳрӗ кӑмӑлпа пӑхнинчен, кирек хӑш самантра та пулӑшма хатӗр пулнинчен тӗлӗнетпӗр эпир. Шӑпах сирӗн тухӑҫлӑ ӗҫӗртен ҫынсен социаллӑ туйӑмӗ, вӗсем патшалӑха шанни нумай килет.
Уйрӑм салам - Шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсене. Эпир сирӗнпе кашнинпех мухтанатпӑр. Тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленӗшӗн сире чӗререн тав тӑватпӑр.
Сире тата сирӗн ҫемьесене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, тӑнӑҫлăх, лӑпкӑ служба, телей тата ĕçре ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

Паян — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫӗсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ
Паян — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫӗсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас