Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
14 Нарӑсӑн , 09:27

Пишпÿлек районӗнче мошенниксен схемине хутшăннă курьера тытса чарнӑ

Оренбург облаҫӗнче пурӑнакан 16 ҫулхи çын пенсионерсенчен 480 пин тенкӗ ултавпа илнӗ, пӗлтерет Пушкӑрт Республикинчи МВД пресс-служби.

Пишпÿлек районӗнче мошенниксен схемине хутшăннă курьера тытса чарнӑ
Пишпÿлек районӗнче мошенниксен схемине хутшăннă курьера тытса чарнӑ

Оренбург облаҫӗнче пурӑнакан 16 ҫулхи çын пенсионерсенчен 480 пин тенкӗ ултавпа илнӗ, пӗлтерет Пушкӑрт Республикинчи МВД пресс-служби.

Пишпÿлек районӗнчи уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем Пелепей районӗнчи Приютово уголовлӑ шырав ӗҫченӗсен оперативлӑ информацийӗпе "Сирӗн тăванăр ДТПа лекнӗ" ултав схемипе ҫыхӑннӑ курьера тытса чарнӑ.

Малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, Пелепей районӗнчи 79 ҫулти пенсионеркӑна, право хуралӗн органӗсен сотрудникӗ пек, паллӑ мар ҫын шӑнкӑравланӑ. Арҫын хӗрарӑм хӗрӗ ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗшӗн айӑплӑ пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Шанкăравлакан пенсионеркăран тӑванне уголовнӑй йĕркепе яваплӑха лекмессе укçа-тенкĕ ыйтнӑ. Шаннă ял хӗрарӑмӗ 150 пин тенке яхӑн укҫа пухнӑ та ӑна хӑй патне килнӗ курьера панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑйӗн хӗрӗпе телефонпа калаҫнӑ та, вӑл йӗркеллӗ пулнине ӑнланса, полицие кайнӑ.

Приютово полицейскисем кӳршӗри регионта пурӑнакан 16 ҫулти ҫынна турттарса ҫӳрекен такси водительне тупнă, вӑл малалла мӗн туни ҫинчен пӗлсен Пишпÿлек районӗнчи полицине ориентировкине пӗлтернӗ.

Мошенничество схемин серекине лекнĕ иккӗмӗш çынни Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан 80 ҫулти хӗрарӑм пулнă. Унӑн мӑнукне уголовлӑ яваплӑха хутшӑнтарман сӑлтавпа пенсионерка хӑйӗн перекетленĕ укçаран 380 пин тенкӗ панӑ. Ҫамрӑк ҫыннӑн тата тепӗр хӗрарӑмран 100 пин тенкӗ илмелле пулнӑ. Юрать-ха, ун патне ҫитме ӗлкӗреймен вӑл, мӗншӗн тесен ҫанталӑк условийӗсем кансӗрленĕ, ҫула май ӑна полицейскисем тытса чарнă.

Тытса чарнӑ ҫын Оренбург облаҫӗнче пурӑнакан 16 ҫулти çамрăк пулнă. Яш ача явапне ăнланса кӑтартусем панă, Интернет сетӗнчи анлӑ вырӑнсенче ӗҫ тупни ҫинчен каласа панă. Ваканси ҫинчен пӗлтерӳре работникӑн ватӑ граждансенчен посылкӑсем илмелле те вӗсене "ĕҫ паракана" ямалла тесе каланӑ. Студент каланӑ тӑрӑх, условисемпе килӗшсе, вӑл ӗҫ криминаллă характерлӑ пулнине пӗлмен.

Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ фактсем тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Уголовнӑй кодексӗн 159 статйипе уголовнӑй ӗҫсем хускатнӑ. Полици сотрудникӗсем преступлени ӗҫӗн ҫакӑн пек факчӗсем тата пуррине шыраççĕ.

https://02.мвд.рф/

https://svetput.ru/news/celovek-i-zakon/2024-02-12/v-bizhbulyakskom-rayone-zaderzhan-nesovershennoletniy-kurier-moshennicheskoy-shemy-3640731

 

 

 

Пишпÿлек районӗнче мошенниксен схемине хутшăннă курьера тытса чарнӑ
Пишпÿлек районӗнче мошенниксен схемине хутшăннă курьера тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: