Республикӑри Кугарчă районӗнчи оперативниксем 14 ҫулти икӗ шкул ачине тытса чарнӑ, вӗсем курьерта ӗҫлеме вырнаҫнӑ, пӗлтерет ПР МВД пресс-служби.
Ӗҫӗ акӑ мӗнре: мошенниксем телефонпа 81 ҫулхи пенсионеркӑна улталама пултарнӑ, унӑн хӗрӗ хăрушă ДТПна лекни ҫинчен пӗлтернӗ. Унтан суеҫӗ работниксем телефонпа шӑнкӑравланă, вӗсем инкеке лекнӗ ҫын йывӑр суранланнине ҫирӗплетсе панă, хӗрарӑма операци тума укҫа пухма ӳкӗтленĕ. Пенсионерка хӑй патне килнӗ курьерсене пӗр иккӗленмесӗр 170 пин тенкӗ укҫа панӑ. Унтан тин, хӗрӗ патне телефонпа шӑнкӑравласан, ватӑ хӗрарӑм хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл Кугарчă районӗнчи Раççей МВД пайӗн дежурнӑй пайне çитнĕ.
Уголовлӑ шырав сотрудникӗсем усал шухӑшлӑ ҫынсене часах тытса чарма пултарнӑ. Курьерсем пӗр класра вӗренекен икӗ ҫул ҫитмен ача пулнă, вӗсем Интернет урлă ӗҫ тупнине ăнлантарнă. Укҫа вырӑнне ачасем, уголовнӑй ӗҫӗн фигуранчӗсем пулса, саккунпа ҫыхӑннӑ проблемӑсене ӗҫлесе илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР МВД.