Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
8 Апрелӗн , 10:50

Путин спам-шӑнкӑравсемшĕн тата кредитсене реклама панăшăн наказани парасси ҫинчен калакан саккун ҫине алӑ пуснă

#владимирпутин

Путин спам-шӑнкӑравсемшĕн 1 млн тенкӗ штрафсем ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснă.

Владимир Путин Президент спам-шăнкăравсемшӗн тата кредитсене тулли хакпа пӗлтермесӗр рекламӑланăшăн административлӑ яваплӑха тивӗҫтерекен саккун ҫине алӑ пуснă, документа право акчӗсене пичетлесе кӑларакан сайтра вырнаҫтарнӑ.

Халӗ реклама ҫинчен калакан саккуна пӑснӑшӑн штрафсем: уйрăм çынсем вали — икӗ пинрен пуçласа икĕ пин ҫурӑ тенкӗ, должноҫри ҫынсем вали — тӑватӑ пин тенкӗрен пусласа çирĕм пин таран, юридика сăпачĕсем валли — ҫӗр пин тенкӗрен пуçласа пилӗкҫӗр пин тенкӗ таран.

Ҫӗнӗ документпа килӗшӳллӗн, наказани уйрăм çынсем валли — вунӑ пинрен пуҫласа ҫирӗм пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсем валли — ҫирӗм пин тенкӗрен пуçласа çĕр пин таран, юридика сăпачĕсем валли — 300 пинрен пуҫласа миллион тенкӗ таран.

Унсӑр пуҫне микрофинанс организацийӗсене требованисене пӑснӑшӑн яваплӑх кӗртеҫҫӗ — вӑл кредит е заем тулли хакпа тӑратмалла. Информацие процент ставкисене çырнă шрифтран кая мар шрифтпа кӑтартмалла.

Микрофинанс организацийӗсем валли ҫак требованисене пӑснӑшӑн штраф 600 пинрен пуҫласа 1,6 миллион тенкӗ, вӗсен должноҫри ҫыннисемшӗн вара — 40 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран. Хальхи вӑхӑтра кредитсемпе заемсене тӗрӗс мар рекламӑланӑшӑн кредит организацийӗсемшӗн те ҫавнашкал яваплӑх пулӗ.

Саккун пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн вунӑ кунран вӑя кӗрет.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president

https://ria.ru/20240406/spam-1938257907.html

 материалĕсем тӑрӑх.

Путин спам-шӑнкӑравсемшĕн тата кредитсене реклама панăшăн наказани парасси ҫинчен калакан саккун ҫине алӑ пуснă
Путин спам-шӑнкӑравсемшĕн тата кредитсене реклама панăшăн наказани парасси ҫинчен калакан саккун ҫине алӑ пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: