Полици уйрăмĕсене ултав ҫинчен 31 хыпар ҫитнӗ.
Инкек курнисенчен пӗри Нефтекамскри студентка пулса тӑнă. 20 ҫулти хӗре "вакансисемпе менеджер" телефонпа шӑнкӑравланă, вӑл инвестпроекта укҫа хывма сӗннӗ. "Сотрудничествăн" пӗтӗмлетӗвӗ кредит илнӗ 1,2 млн тенке студентка çухатни пулса тӑнă.
Ҫак меслетпех Иглин районӗнче пурӑнакан 70 ҫулти ҫын инкек курнӑ. Ватӑрах арҫын 800 пин тенке яхӑн ҫухатнӑ.
Ку тата ытти фактсем тӑрӑх уголовнӑй ӗҫсем пуҫарнӑ.
Маларах Пушкӑрт ҫынни ултавшӑн условнӑй срок илни ҫинчен пӗлтернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Евгений Соколов.
https://resbash.ru/news/proishestviya/2024-04-22/za-sutki-zhiteli-bashkirii-otdali-moshennikam-pochti-desyat-millionov-3738030