Республикӑра пурӑнакансем ултавҫӑсене шанса пысӑк укҫа ҫухатнӑ.
Пушкӑрт ҫыннисем пӗр талӑк хушшинче ултавҫӑсене сакӑр миллион тенкӗ панӑ, пӗлтерет МВД.
Ҫапла, Уфара пурăнакан 27 ҫулти хĕрарăм трубкӑри сасса ӗненнӗ — палламан ҫын ăна банкри счетӗнче укҫа-тенкӗ хӑрушлӑхра пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Укҫана упраса хӑварас тесен вӗсене "хӑрушлӑхсăр счечӗ" ҫине куҫармалла. Ҫавӑн пекех хӗрарӑма кредит илме ӳкӗтленӗ. Ҫапла вара Уфара пурăнакан хĕрарăм 800 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Ҫав вăхăтрах Уфара пурӑнакан тепӗр хӗрарӑм миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ, ӑна вӑл ӗҫлесе илес шутпа "инвестицие" хывнӑ.
Октябрьскинчи 66 ҫулти ҫын самообслуживани терминалӗ урлӑ 1,5 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Арҫын укҫана хӑрушлӑхсăр счетне куҫарать тесе шутланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Евгений Соколов.