Тупăшлӑ инвестици хывас сӑлтавпа усал шухӑшлӑ виҫӗ ҫын граждансене укҫасӑр хӑварнӑ.
Оперативниксем 28 тата 32 ҫула ҫитнӗ виҫӗ арҫынна, ултавлӑ ӗҫсем тунӑ тесе шутлаканскерсене, тупса палартнă та тытса чарнӑ.
Регионти МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи октябрьтен пуҫласа 2023 ҫулхи апрельччен Стерлитамакра пурӑнакан виҫӗ ҫын клиентсене чикĕленĕ яваплӑ обществӑн иккӗленӳллӗ ӗҫне явӑҫтарнӑ, ку общество инвестици урлӑ тупӑш ӳстерессипе ҫыхӑннӑ имӗш. Тытса чарнисенчен пӗри ҫак организацин директорӗ пулнӑ.
Усал шухӑшлӑ ҫынсем граждансенчен инвестици хывма укҫа-тенкӗ илнӗ, унтан специализациленӗ счет ҫине укҫа-тенке куçарнă, панӑ укҫана 10 хут сахалрах хывнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 15 заявительтен 32 миллион тенкӗ ытла вӑрланӑ.
Ухтарнӑ чухне тытса чарнисен 1 миллион тенкӗ ытла укҫа, ҫавӑн пекех хаклӑ пурлӑх, виҫӗ автомобиль, ылтӑн, телевизор т.ыт. те илнĕ, уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ, усал шухӑшлӑ ҫынсем килти арестра.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-06-23/v-bashkirii-zaderzhana-gruppa-moshennikov-3819351