Рейд мероприятийӗсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене Владимир Севастьянов, регионӑн тӗп патшалăх автоинспекторӗ тунă.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ГАИ сотрудникӗсем 39 ÿсĕр водителе транспортпа çÿреме чарнă. Вӗсенчен пӗри руль умне тепӗр хут ӳсӗр ларнă, халӗ вăл Уголовнӑй кодекс шайӗнче явап тытӗ.
Ҫавӑн пекех Владимир Севастьянов патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем çул-йĕр правилисене пăсакансем тӗлӗшпе 1300 ытла административлӑ материалсем çырни ҫинчен пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, канмалли кунсенче Пушкӑрт Республикинче йӑлана кӗнӗ профилактика рейчӗсем ирттернĕ. Вӗсене авариллӗ лару-тӑрӑва асӑрхаттарма тата ҫул-йӗр правилисене пӑсассине чарма янӑ. Федераци трассисемпе регион пӗлтерӗшлӗ ҫулĕсем ҫинче водительсене массӑллӑ тата талккӑшпех тӗрӗсленĕ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-06-29/v-bashkirii-zaderzhany-39-pyanyh-voditeley-3828942