Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
12 Июлӗн , 10:57

Пушкӑртра ФСБ сотрудникӗсем республикӑна контрафакт сигаречӗсем тӑратма чарнӑ

Пушкӑрт ФСБ тата МВД сотрудникӗсем Стерлитамакра пурӑнакан икӗ ҫыннӑн законсăр ӗҫне тупса чарнӑ, вӗсем табак сутмалли вӑрттӑн канал йӗркеленӗ.

Тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн ФСБ сотрудникӗсем усал шухӑшлӑ ҫынсем арендăланă складсенче тата лавккасенче 6 миллион ытла тенкӗлĕх 47 пин пачка контрафакт сигаречӗсем упраннине палӑртнӑ. Ку тавара вӗсем соцсетьсенче хупӑ ушкӑнсем урлӑ туяннӑ та, законсӑр тупӑш илес тесе, ӑна Пушкӑртра сутма шутланӑ.
Экспертиза тӑрӑх, тӗрӗслев вӑхӑтӗнче туяннӑ табакӗ контрафактлӑ пулнӑ, акциз маркисем — суя пулнӑ. Анчах та 38 тата 40 ҫулхи предпринимательсем хӑйсен усал шухӑшне вӗҫлеме ӗлкӗреймен, мӗншӗн тесен вӗсене ФСБ сотрудникӗсем тытса чарнӑ.
Асӑннӑ даннӑйсене тӗпе хурса следовательсем РФ УК 171.1 статйипе "Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ информацие туса кӑларасси, туянасси, упрасси, турттарасси, таварсемпе продукцисене маркировкӑсӑр тата (е) туса кӑларасси" вӗсен ячĕпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ преступленин мӗнпур лару-тӑрӑвне палӑртма следстви мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
 
ПР Раҫҫей УФСБ информацийӗпе.
 
Пушкӑртра ФСБ сотрудникӗсем республикӑна контрафакт сигаречӗсем тӑратма чарнӑ
Пушкӑртра ФСБ сотрудникӗсем республикӑна контрафакт сигаречӗсем тӑратма чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: