Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
12 Июлӗн , 10:52

Пушкӑртра выльӑхсене тӗрӗслевсӗр кӗтнӗшӗн штрафсем ӳснӗ

Ялхуҫалӑх выльӑхӗсене кӗтӳ кӗтнĕ тата хăваланă чухне йĕркене пӑснӑшӑн саккунпа штраф виҫине ӳстернӗ.

Пушкӑртра выльӑхсене тӗрӗслевсӗр кӗтнӗшӗн штрафсем ӳснӗ
Пушкӑртра выльӑхсене тӗрӗслевсӗр кӗтнӗшӗн штрафсем ӳснӗ
"Пушкӑртстан Республикин административлӑ право йĕркине пӑсни ҫинчен калакан 7.3 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккун вӑя кӗнӗ.
– Ялхуҫалӑх выльӑхӗсене кӗтӳ кӗтнĕ тата хăваланă чухне йĕркене пӑснӑшӑн саккунпа штраф виҫине ӳстернӗ, - пӗлтернӗ Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайĕн председателӗ Константин Толкачев. – Тӗрӗслевсӗр кӗтес ыйту çивĕчлĕхне ҫухатмасть. Выльӑх курӑксемпе чечексене таптать, ял урамӗсене пурнӑҫ каяшӗсемпе пӑсать, автомобильсемпе ҫуран ҫынсене кансӗрлет. Çулăн иртен-ҫӳрен пайне е чугун ҫул ҫулӗ ҫине лексен, выльӑхсем пысӑк ҫул-йӗр аварисен сӑлтавӗ пулса тӑраҫҫӗ, ҫав шутра вилнисем те пулать. Халӑхпа ӑнлантару ӗҫӗ яланах кӗтекен результат памасть – сисӗмлӗ санкцисем кирлӗ, тепӗр хут пӑснӑшӑн яваплӑх ҫирӗпрех пулмалла.
Пушкӑртстанри 7.3 статьян ҫӗнӗ редакцийӗ граждансене 2 000 тенкӗрен пуҫласа 4 000 тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене – 7 000 тенкӗрен пуҫласа 10 000 тенкӗ таран, юридика пĕрлешĕвĕсене – 20 000 тенкӗрен пуҫласа 25 000 тенкӗ таран штрафпа административлӑ яваплӑха палӑртать. Тепӗр хут пӑснӑшӑн штраф: граждансене – 4 500 тенкӗрен пуҫласа 5 000 тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене – 12 000 тенкӗрен пуҫласа 15 000 тенкӗ таран, юридика пĕрлешĕвĕсене – 30 000 тенкӗрен пуҫласа 45 000 тенкӗ таран.
 
 
 
 
 
 
Пушкӑртра выльӑхсене тӗрӗслевсӗр кӗтнӗшӗн штрафсем ӳснӗ
Пушкӑртра выльӑхсене тӗрӗслевсӗр кӗтнӗшӗн штрафсем ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: