Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
17 Июлӗн , 11:50

Уфара таксист хӗрарӑма телефон мошенникӗсенчен хӑтарнӑ

Следовательпе калаҫнӑ хыҫҫӑн тин хӗрарӑм мошенниксен аллине лекнине ӑнланса илнӗ.

Уфара таксист хӗрарӑма телефон мошенникӗсенчен хӑтарнӑ
Уфара таксист хӗрарӑма телефон мошенникӗсенчен хӑтарнӑ

Уфимка кӗҫех телефон мошенникӗсен аллине лекетчӗ. Пурте преступниксен планӗ тӑрӑх пынӑ, анчах таксист тимлӗхӗ вӗсене пӑснӑ.

Хӗрарӑм хӑй патне кӑнтӑрла палламан ҫын телефонпа шӑнкӑравлани ҫинчен, вăл сотовой ҫыхӑну сотрудникӗ пулни ҫинчен каласа панă. Вӑл сим-карта ӗҫлемелли срокĕ пӗтни ҫинчен, ӑна малалла тӑсма телефон ҫине килнӗ пӗлтерӳрен код ятне каламалли ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл ӗненнӗ те цифрӑсене каласа ҫыртарнӑ.

Часах ун патне "Госуслуги" сотрудникӗ пек телефонпа шӑнкӑравланă, мошенниксем унӑн даннӑйӗсемпе усӑ курма тата автокредит тума тӑрӑшни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех хӗрарӑмран унӑн килте укçа пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ. Унӑн 100 пин тенкӗ пухса пыни пур, тенӗ вӑл.

Мошенниксем ӑна такси чӗнсе илме хушнӑ, банкӑн ҫывӑхри уйрӑмне ҫитме. Ҫул ҫинче водитель темскер аван мар япала асӑрханӑ, суту-илӳ центрӗ вырӑнне хӗрарӑма Уфари МВД управленине илсе кайнă. Унта вӑл ӑна полицие кайса килме сӗннӗ.

Сÿрĕк мар водитель хӑйӗн клиенткине хӑварнă та малалла кайнă. Следовательпе калаҫнӑ хыҫҫӑн тин хӗрарӑм мошенниксен аллине лекнине ӑнланса илнӗ.

Уфа полицейскисем водителе гражданла активлӑ позицишӗн тата ҫынсем ҫине кӑмӑллă пӑхнӑшӑн тав тунă. Водитель ятне пĕлтермессе ыйтнă.

Уфари МВД информацийӗпе.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-07-16/v-ufe-taksist-spas-zhenschinu-ot-telefonnyh-moshennikov-3850701

 

Уфара таксист хӗрарӑма телефон мошенникӗсенчен хӑтарнӑ
Уфара таксист хӗрарӑма телефон мошенникӗсенчен хӑтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: