Мошенничествӑн 16 тӗслӗхӗ ҫинчен полицие информаци çитнӗ.
Туймазă районӗнче улталани ҫинчен полицие заявлени ҫырса 48 ҫулти арҫын пынă. Султалăк пуҫланнăранпа ун патне паллӑ мар номертен мессенджерта ҫырма, инвестици мелӗпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннĕ.
Хӑйӗн капиталне ӳстерес тесе онлайн урлӑ заявитель мошенниксене 1 миллион тенкӗ ытла янӑ. Тепӗр самантран аферистсем ҫыхӑну тытма пӑрахнă, вара арҫын полицие кайма шут тытнă. Вӑл 200 пин ытла тенкӗ хайĕн тата 800 пин тенке яхӑн кредит укçисĕр тӑрса юлнӑ, - пӗлтернӗ ПР МВД пресс-службинче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.