#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин следстви комитечӗн, прокуратура, следстви органӗсен тата учрежденийӗсен ӗҫченӗсене ҫар службине чӗнсе илмелли саккуна алӑ пуснӑ. Документа право информацийӗн порталӗнче пичетленӗ.
Саккун тӑрӑх, ҫавӑн пек службӑра чухне граждансен аслӑ пӗлӳ тата ятарлӑ пĕлÿ пулмалла.
Унсӑр пуҫне, контрактпа ҫар службине иртекен ҫын прокуратурӑна е СК куҫнипе срокчен контрактран хӑтарма пултарать. Ҫав вӑхӑтрах саккун граждансене ҫар пухӑвӗсенчен хӑтарать.
Хальхи нормӑсем тӑрӑх, шалти ӗҫсен органӗсен, Патшалӑх пушар службин, уголовлӑ ӗҫ тӑвакан тытӑмӑн учрежденисен тата органӗсен, РФ таможнин тата ирӗксӗр пурнӑҫламалли органӗсен служащисене, РФ аслӑ пӗлӳ тата ятарлӑ звани пулсан чӗнсе илнинчен кая хӑварма пултараççĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: kremlin.ru