Октябрьскинчи 68 ҫулти хӗрарӑм электросетьсемпе персональнӑй даннӑйсене хӳтӗлемелли службӑра ӗҫлекен пек паллаштарнă ултавҫӑсене пула 450 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Усал шухӑшлӑ ҫынсем мессенджерта шӑнкӑравланă та унран Госуслуги смс-кодне калаттарнă, хӑйĕн мĕнпур укҫине, 130 пин тенкӗ кредит укçине те кĕртсе, "хӑрушсӑрлӑх счечӗ" çине куҫарма ӳкӗтленĕ. РФ УК 159 статйипе (мошенничество) уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ. Полици граждансене сыхӑ пулма, ватӑ тӑванăрсене ҫакӑн пек шӑнкӑравсен хӑрушлӑхӗ ҫинчен асӑрхаттарма чӗнет.