Пушкӑртри медицина работници видеоҫыхӑнупа 17 сехет ултавçăсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн 1,8 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Аферистсем, ФСБ сотрудникӗсем тата следовательсем пек паллаштарнӑ хыҫҫӑн, хӗрарӑма хӑй учрежденийӗнче ӗҫлекенсен даннӑйӗсем çухални ҫинчен ӗнентернӗ. Мошенничествӑран тата кредитсенчен сыхланмалла тесе сӑлтав тупса, вымогательсем ӑна машинӑна сутма, перекетлесе хӑварнисене пӗтӗмпех пама, палланӑ ҫынсенчен укҫа кивҫен илме хистенĕ. Хушма укҫа илме май ҫукки ҫеҫ малалла ҫухатусене чарса лартнă.
Малтанхи видеошăнкăрава учреждени ертÿçин заместителӗн ҫӗмӗрнӗ аккаунтĕнчен тунӑ иккен. Ĕç чатӗнче асӑрхаттару ĕçчен патне ҫитеймен, мӗншӗн тесен вӑл отпускра пулнӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-04-15/moshenniki-obmanuli-medsestru-iz-bashkirii-pochti-na-2-mln-rubley-4199335