Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
2 Июлӗн , 09:52

«Хӑрушлӑхсӑр счет» 75 ҫулти пенсионеркӑн кӗсъйине чутах пушатман

Астӑвӑр, сирӗн укҫа-тенкӗ хӑрушсӑрлӑхӗ хӑвӑр алӑра! «Хӑрушлӑхсӑр счет» — ултавҫӑсем сирӗн укҫана илме усӑ куракан сӑлтав! 

Ватӑ хӗрарӑм чеен планланӑ ултава пула чутах хӑйӗн мӗнпур перекетленĕ укçине ҫухатман. Йӑлтах пурте телефон шӑнкӑравĕнчен пуҫланнă. Палламан ҫын домофонсене улӑштарас енӗпе ӗҫлекен компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнă, пенсионеркӑран харпӑр даннӑйсене ыйтса пӗлнӗ. Кӗҫех унӑн телефонӗ ҫине шиклентерекен хыпар ҫитнӗ: «Госуслуги» порталта, усал шухӑшлӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ют хатӗртен кӗнине палӑртнӑ. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм тӳрех МФЦ кайнӑ, анчах унта ӑна лӑплантарнӑ - вӑл ку порталта регистрациленмен те иккен. Анчах ултавҫӑсем каялла чакман. Мессенджерта ӑна ҫӗнӗ «специалист» шӑнкӑравланӑ — хальхинче вӑл хӑйӗнпе «Роскомнадзор» ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑр-вар ултавҫӑ пенсионеркӑна палламан ҫынна пурлӑхпа, укҫапа хуҫаланма май паракан унӑн ячӗпе доверенность ҫырса панине ӗнентернӗ. «Тӗрӗслев» тесе вӑл унӑн укҫа-тенкӗ пуррипе ҫуккине, вӑл мӗн чухлӗ упранине тӗпчесе пӗлнӗ. Ултавлӑ схемӑн юлашки аккорчӗ кӗттермен.
Тепӗр кунхине черетлӗ «банк ӗҫченӗ» укҫа-тенке хӳтӗлес сӑлтавпа хӗрарӑма мӗнпур укҫана «хӑрушлӑхсӑр счет» текен вырӑна куҫарма хушнӑ. Телее, ҫак самантра асӑрхануллӑ иртен-ҫӳрен тата полици ӗҫченӗсем вӑхӑтра хутшӑннӑ - пенсионеркӑна чарнӑ, 600 пин тенкӗ те хӑрушсӑрлӑхра юлнӑ.
 
Полици аса илтерет: палламан ҫынсемпе калаҫнӑ чухне тимлӗхе ан ҫухатӑр! Ултавҫӑсем хӑйсемпе кирек кам та пулса паллаштарма пултараҫҫӗ. Телефонпа сирӗн персоналлӑ даннӑйсене, кодсене СМС-хыпарсенчен ыйтаҫҫӗ пулсан, ку калаҫӑва вӗҫлемелли сӑлтав. Паллӑ мар ҫынсемпе калаҫнӑ чухне экран валеҫнине нихӑҫан та ан кӗртӗр, нимӗнле сӑлтав тупса та укҫа-тенкӗре паллӑ мар счетсем ҫине ан куҫарӑр. Астӑвӑр, нимӗнле «хӑрушлӑхсӑр счетсем» те ҫук! Ҫывӑх ҫынсемпе пӗлӗшсене асӑрхаттарӑр, вӗсене ҫак схемӑсем пирки май пур таран час-часах каласа парӑр - ултавҫӑсене пӗр шанӑҫ та ан парӑр!
 
Раҫҫей МВД Уфа хулинчи управленийӗн пресс-служби.
 
«Хӑрушлӑхсӑр счет» 75 ҫулти пенсионеркӑн кӗсъйине чутах пушатман
«Хӑрушлӑхсӑр счет» 75 ҫулти пенсионеркӑн кӗсъйине чутах пушатман
Автор: Марина Иванова
Читайте нас