Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
2 Июлӗн , 09:48

Стерлитамакри пенсионерка ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ

Аферистсен инструкцийӗсене пурнӑҫласа пенсионерка хӑйӗн 300 пин ытла тенкӗлӗх мӗнпур перекетленĕ укçине кӑларса банкомат урлӑ «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарнӑ.

Стерлитамакри пенсионерка ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ
Стерлитамакри пенсионерка ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ
Стерлитамакра пурӑнакан 68 ҫулти хӗрарӑма мессенджерта хăйне кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ тесе паллаштарнă çын харпӑр хӑй даннӑйӗсене уҫӑмлатма ыйтнӑ. Пенсионерка «уҫӑмлат» сӑмаха пуснă, ун хыҫҫӑн ултӑ цифрӑллӑ код тухнă, ун ҫине вӑл «пуснă». Хӗрарӑма ултавҫӑсен чеелӗхне ҫакланнӑ тесе киревсӗр сӑмахсемпе хыпарлама тытӑннӑ.
Инкек хыҫҫӑн шар курнӑ ҫынпа «Генеральнӑй прокуратура» ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ имӗш. Вӑл пенсионеркӑна харпӑр хӑй даннӑйӗсене пӑсни, вӑл унӑн счечӗсенчен укҫа ҫухатассипе хӑратни пирки пӗлтернӗ. Ултавҫӑ усал шухӑшлӑ çынсем Раҫҫей тулашӗнче пулнине, вӑл пирӗн ҫӗршывра чарнӑ организацисен счечӗсем ҫине укҫа-тенкӗ куҫарас ӗҫе хутшӑнма пултарнине ӑнлантарнӑ.
 
Аферистсен инструкцийӗсене пурнӑҫласа пенсионерка хӑйӗн 300 пин ытла тенкӗлӗх мӗнпур перекетленĕ укçине кӑларса банкомат урлӑ «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Ку фактпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
 
Полици асӑрхаттарать:
 
-СМС-ҫырусенчи кодсене никама та ан пӗлтерӗр;
 
- Паллӑ мар ссылкӑсем тӑрӑх ан кайӑр;
 
- Мессенджерти ертӳҫӗрен иккӗленӳллӗ хыпар илтӗр пулсан ӑна харпӑр номерне шӑнкӑравласа пӗлтерӗр, информаци тӗрӗслӗхне тӗрӗслӗр;
 
- Астӑвӑр! «Хӑрушлӑхсӑр счетсем» ҫук. Укҫа-тенке упраса хӑварас тесен ӑна палламан счетсем ҫине ан куҫарӑр.
 
Лилия Исламгулова, 
Стерлитамак хулинчи Раҫҫей МВД  управленийӗ.
 
 
 
Стерлитамакри пенсионерка ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ
Стерлитамакри пенсионерка ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас