Пушкӑртстанра пурӑнакан виҫӗ ҫын 4 млн ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ, вӗсене интернет-«инвестицисене» хывнӑ, пӗлтернӗ регионти МВД пресс-службинче.
Вӗсенчен пӗри 44 ҫулти уфимец, инвестици енӗпе ӗҫлекен суя специалистсене шанса 3,5 млн тенке яхӑн ҫухатнӑ. Тупӑшлӑ проекта хывас сӑлтавпа ултавҫӑсем ӑна приложение çырса илме, харпӑр хӑй кабинечӗн счечӗ ҫине пысӑк укҫа хума ӗнентернӗ, вӑл кӗҫех пысӑк тупӑш кӳрӗ тесе улталанă.
Ултавҫӑсен серепине лекнĕ тепĕр çын — 37 ҫулти уфимка. Вӑл та ҫавнашкалах «инвестици специалисчӗсене» ӗненсе аферистсен счечӗ ҫине 250 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ.
Пушкӑртри Уфа районӗнчи 35 ҫулти хӗрарӑм маркетплейссенчен пӗринче «тавар карточкин рейтингне тӳлесе илсе ӳстернинчен» тупӑш илессе шанса аферистсене 300 пин ытла тенкӗ ярса панӑ.
«Банк ӗҫченӗсем нихӑҫан та укҫа куҫарма ыйтса шӑнкӑравламаҫҫӗ. Право хуралӗн органӗсен представителӗсем мессенджерсем урлӑ калаҫмаҫҫӗ, — каллех аса илтернĕ МВД. — Укҫа куҫарма васкавлӑ кирек мӗнле ыйтни те — ултав палли. Шанчӑксӑр шӑнкӑравсем пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр калаҫма чарăнӑр».