Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
11 Августӑн , 12:34

Пушкӑртстанра пурӑнакансем талӑкра аферистсене 11 млн тенкӗлӗх пуйтарнӑ

Граждансем ҫаплах телефонри сасӑсене ӗненеҫҫӗ.

Пушкӑртстанра пурӑнакансем талӑкра аферистсене 11 млн тенкӗлӗх пуйтарнӑ
Пушкӑртстанра пурӑнакансем талӑкра аферистсене 11 млн тенкӗлӗх пуйтарнӑ
 
Граждансем ҫаплах телефонри сасӑсене ӗненеҫҫӗ.
ПР МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, Шаран районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма ултавҫӑсем улталанӑ, хăйĕн пухăнса пынă укçинчен  кӑларса асӑннӑ счетсем ҫине яма ӗнентернӗ. Аферистсем Энергосбыт компанийӗн тата Роскомнадзорӑн ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Юлашкинчен пенсионерка 4,9 млн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
 
Уфара 20 çулхи студенткӑна ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ, вӗренӳ заведенийӗн, тӗп банкӑн ӗҫченӗсем, право хуралӗн органӗсен сотрудникӗсем тенӗ, абонент номерне ҫирӗплетес, «Госуслуги» ҫӗмӗрес тата ултавлӑ ӗҫсенчен укҫана сыхласа хӑварас тесе 800 пин тенкӗ ытла куҫарма ӗнентернӗ. Укҫа-тенкӗ куҫарассинчен хӗре ашшӗ-амӑшӗ сыхласа хӑварнӑ, вӑхӑтра ырӑ маррине асӑрханӑ.
 
Салаватра вырӑнти 48 ҫулти арҫын полицие ҫитнӗ. Ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та криптовалютӑна инвестици хывас енӗпе трейдерсем пек паллаштарса тупӑш илес сӑлтавпа банкран илнӗ 2 млн ытла тенке усал шухӑшлӑ ҫынсен счечӗ ҫине куҫарма ӗнентернӗ.
 
 
Пушкӑртстанра пурӑнакансем талӑкра аферистсене 11 млн тенкӗлӗх пуйтарнӑ
Пушкӑртстанра пурӑнакансем талӑкра аферистсене 11 млн тенкӗлӗх пуйтарнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас