Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
26 Сентябрӗн , 10:18

Сиенлӗ файл Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑма укҫасӑр хӑварнӑ

Илнӗ хыпар пӗртте «пӗлӗшрен» пулман.

Сиенлӗ файл Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑма укҫасӑр хӑварнӑ
Сиенлӗ файл Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑма укҫасӑр хӑварнӑ
 
Илнӗ хыпар пӗртте «пӗлӗшрен» пулман.
ПР МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, Иглин ялӗнче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм пӗр мессенджерта «пӗлӗшрен» хыпар илнӗ. Текстра ансат та ҫав вӑхӑтрах кӑсӑклантаракан ыйту пулнӑ: «Эсӗ мар-и видеора?». Пӗлтерӳ ҫумне «.mp4» сарӑмлӑ файл ҫыпӑҫтарнӑ. Нимӗн те сисмесӗр хӗрарӑм ӑна пӑхма пуснă. Анчах видео вырӑнне унӑн телефонӗ ҫине сиенлӗ программа тиенме пуҫланӑ.
Кӗске вӑхӑт иртсен унӑн банк шутӗнчен 30 пин тенке яхӑн кӑларса илнӗ. Шӑпах ҫак пӗрре пӑхсан, пӗр сиенсӗр файл ҫине пусни хӑрушӑ пулса тӑнӑ та иккен.
 

 

Сиенлӗ файл Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑма укҫасӑр хӑварнӑ
Сиенлӗ файл Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑма укҫасӑр хӑварнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас