Уфара пурӑнакан 87 ҫулти хӗрарӑм палламан ҫынна СНИЛС даннӑйӗсене панӑ та 2,8 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. ПР МВД пресс-служби каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пенсионерка 5-мӗш полици пайне килнĕ.
Заявлени ҫыракан следователе хӑйне хулари интернет-провайдерсенчен пӗрин ӗҫченӗ тесе паллаштарнă паллӑ мар ҫын шӑнкӑравлани пирки каласа кӑтартнӑ. Шӑнкӑравлакан ӑна пулӑшушӑн тӳленӗ чухне йӳнеҫтерме сӗннӗ. Договор тума СНИЛС номерне ыйтнӑ.
Ун хыҫҫӑн нумай та вӑхӑт иртмен, ҫар прокуратурин ӗҫченӗнчен шӑнкӑравланӑ имӗш. Вӑл заявлени ҫыракана СНИЛС даннӑйӗсене ултавҫӑсене панӑ хыҫҫӑн унӑн счечӗсем хӑрушлӑха кӗрсе ӳкни, террорла организацисене укҫа-тенкӗпе усӑ курма пултарни пирки асӑрхаттарнӑ. Счетсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе заявлени ҫыракана мӗнпур укҫа-тенке хывса деклараци пама ыйтнӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче пенсионерка шӑнкӑравлакансене унӑн вклад укҫи пурри ҫинчен, ҫавӑн пекех укҫа пухнин пӗр пайне килте упрани пирки пӗлтернӗ.
Ултавҫӑсем ӑна кайран деклараци парас тӗллевпе банк счечӗсенчен мӗнпур пухӑннине хывса илме ӳкӗтленӗ.
Банк ӗҫченӗсем ултавлӑ схема пулма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ пулин те, пенсионерка укҫа-тенке пама ҫине тӑнӑ, хăйне сипленме кирлӗ тесе ҫирӗплетнӗ. Темиҫе кунран укҫа илсен вӑл кун пирки ултавҫӑсене пӗлтернӗ, ӑна хӑй патне килнӗ курьера панӑ.
Ултавлӑ ӗҫсене пула хула çынни 2 миллион та 800 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. 5-мӗш полици пайӗн следователӗ «Мошенничество» статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак преступление тума хутшӑннӑ ҫынсене палӑртма тата тытса чарма оперативлӑ следстви мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.