#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ноябрӗн 1-мӗшӗнче суд приставӗсен службин ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланă, вӗсем право йӗркине ҫирӗплетессинче тата граждансен интересӗсене хӳтӗлессинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнă.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ служба историйӗ ҫӗр-ҫӗр ҫул пулнине, унӑн аталанӑвӗн хальхи тапхӑрӗ XIX ӗмӗрти реформӑсемпе ҫыхӑннине палӑртнă. Паян, вӑл каланӑ тӑрӑх, суд приставӗсем суд йышӑнӑвӗсене пурнӑҫлассине тивӗҫтерес тата право патшалӑхне ҫирӗплетес ӗҫе сулмаклӑ тӳпе хываҫҫӗ.
«Суд приставӗсене панӑ анлӑ полномочисемпе гарантисем, пухнӑ опыт суд акчӗсене пӗр сӑмахсӑр ҫирӗп пурнӑҫлама, саккуна пӑснӑ ҫынсене тӗпчеме тата шырава хутшӑнма, мӗнпур шайри бюджета пуянлатма пысӑк тӳпе хывма, правасене, ҫав шутра ачасене тата уйрӑм хӳтлӗхпе пулӑшу кирлӗ граждансен ытти категорийӗсене хӳтӗлеме май парать», — палӑртнă президент.
Путин çавӑн пекех Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче тата лару-тӑру йывӑрланса юлакан чикӗ ҫумӗнчи районсенче хӗсметре тӑракан ӗҫченсене тав тунӑ. Суд приставӗсен кашни ҫынна хисеплесе татӑклӑ, анчах тӗрӗс ӗҫлемеллине аса илтернӗ вӑл.
«Астӑвӑр, Раҫҫей ҫӗршывӗпе халӑхне служит тӑвӑр, сирӗн тивĕç — яланах саккунпа тӗрӗслӗх енче пуласси», - палӑртнă патшалӑх Пуҫлӑхӗ.