Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
2 Ноябрӗн , 08:54

Ултавҫӑсем Пушкӑртра пурӑнакансене улталама пӑрахмаҫҫӗ

  Вӗсен чеелӗхне ҫамрӑксем те, аслисем те ҫакланаҫҫӗ.

Ултавҫӑсем Пушкӑртра пурӑнакансене улталама пӑрахмаҫҫӗ
Ултавҫӑсем Пушкӑртра пурӑнакансене улталама пӑрахмаҫҫӗ
 
Вӗсен чеелӗхне ҫамрӑксем те, аслисем те ҫакланаҫҫӗ.
Тӗрлӗ схемӑпа усӑ курса ултавҫӑсем республикӑра пурӑнакансенчен укҫа илӗртме пӑрахмаҫҫӗ, каласа панă Пушкӑртстанри МВДра. Сӑмахран, Кумертау хулинче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын хӑйӗн ячӗпе кредит илме онлайн-заявка ҫырса панине кая юлса асӑрханӑ, хӑй апла туман пулин те. Палламан çын 700 пин тенкӗ ытла тӗрлӗ тавар туяннӑ, ҫав укҫана пысӑк процентпа хӑйӗн тавӑрса пама тивӗ.
 
Кушнаренкă районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти арҫын суя инвесторсене 2,5 млн тенкӗ панӑ. Вӑл хушма ӗҫ укҫи пирки пӗлтерӳ тупса заявка хӑварнӑ. Пӗр уйӑх тăршшĕ арҫын мӗн патне ҫитнине ӑнланиччен хăйĕн тата кредит укҫи-тенкине хывнӑ.
Стерлитамак районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын «хирӗҫле кредитпа» питӗ кивӗ «улталăва» ӗненсе 630 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Анчах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ истори те пур - Кумертау хулинчи 62 ҫулти пенсионера вӑхӑтра килсе тухнӑ ывӑлӗ аферистсенчен хӑтарнӑ.  Арҫын пенсие тепӗр хут шутлас сӑлтавпа 800 пин тенке яхӑн чутах çухатман.
 
 
 
Ултавҫӑсем Пушкӑртра пурӑнакансене улталама пӑрахмаҫҫӗ
Ултавҫӑсем Пушкӑртра пурӑнакансене улталама пӑрахмаҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас