Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
17 Ноябрӗн , 10:53

Раҫҫей МВД кибермошенниксен ҫӗнӗ схеми пирки асӑрхаттарнӑ

Ку чеелӗхе каллех пенсионерсем ҫине тӗлленӗ.

Раҫҫей МВД кибермошенниксен ҫӗнӗ схеми пирки асӑрхаттарнӑ
Раҫҫей МВД кибермошенниксен ҫӗнӗ схеми пирки асӑрхаттарнӑ

Ку чеелӗхе каллех пенсионерсем ҫине тӗлленӗ.

РФ МВД саккуна хирӗҫле информаципе коммуникаци технологийӗсемпе кӗрешекен управленийӗ хула администрацийӗсенче тӑрӑшакансен ятӗнчен ултавлӑ шӑнкӑравсене палӑртнӑ. Аферистсем пенсионерсене мэрире ӗҫлекенсем пек, вӗсене ӗҫ ветеранӗсене тӳлемеллине пӗлтереҫҫӗ, е тата вӗсене грамотӑсем е ытти наградӑсем пама хатӗрленеҫҫӗ имӗш. Анчах та вӗсене илес тесен харпӑр кабинетра регистрациленмелле, харпӑр даннӑйсене каласа памалла.

Харпӑр даннӑйсене куҫарма ыйтни яланах «тревога шӑнкӑравӗ» пулнине асра тытмалла. Хыпара аслӑ тӑванӑрсене каласа парӑр, вӗсене асӑрхануллӑ пулмалли пирки асӑрхаттарӑр, РФ МВДинче граждансем патне ыйтса каланă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ИА «Башинформ» архивӗ / Башинформ. рф

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-11-16/mvd-rossii-predupredilo-o-novoy-sheme-kibermoshennichestva-4469110

 

 

Раҫҫей МВД кибермошенниксен ҫӗнӗ схеми пирки асӑрхаттарнӑ
Раҫҫей МВД кибермошенниксен ҫӗнӗ схеми пирки асӑрхаттарнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас