Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
17 Ноябрӗн , 10:55

Уфара студент ултавҫӑсем шӑнкӑравланипе 150 пин тенкӗ ҫухатнӑ

Ҫамрӑкскер хӑйне хирӗҫ уголовлӑ ӗҫ шухӑшласа кӑларнӑ ултавҫӑсене ӗненсе пысӑк укҫасӑр тӑрса юлнӑ.

Уфара студент ултавҫӑсем шӑнкӑравланипе 150 пин тенкӗ ҫухатнӑ
Уфара студент ултавҫӑсем шӑнкӑравланипе 150 пин тенкӗ ҫухатнӑ

 

Ҫамрӑкскер хӑйне хирӗҫ уголовлӑ ӗҫ шухӑшласа кӑларнӑ ултавҫӑсене ӗненсе пысӑк укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки Пушкӑртстанӑн тӗп хулинчи ГАИ пӗлтернӗ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпех «Раҫҫей почтин» ӗҫченӗ тесе усал шухӑшлӑ ҫынран телефонпа шӑнкӑравланинчен пуҫланнӑ. Вӑл военкоматран ҫыру пирки пӗлтернӗ, ӑна илмешкӗн код пама ыйтнӑ. Нимӗн те сисмен студент ыйтнине пурнӑҫланӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ытти ултавҫӑсем ҫыхӑнӑва тухнă, хальхинче Роскомнадзор тата Центробанк представителӗсем пек пулса паллаштарнă. Вӗсем ҫамрӑка илнӗ код — унӑн патшалӑх пулӑшӑвӗнчи аккаунтне кӗмелли, халӗ унӑн укҫи-тенки хӑрушлӑха кӗрсе ӳкни пирки ӑнлантарнӑ. Укҫа-тенке «сыхлас» тата суя уголовлӑ хӗсӗрлеврен хӑтӑлас тесе студента амӑшӗн телефонне илме хушнӑ. Килти выльӑха сӑн ӳкерес сӑлтавпа вӑл ҫапла тунӑ. Ҫӗрле хӗрарӑмӑн хатӗрӗнчен пӗтӗмӗшле 150 пин тенкӗлӗх куҫарусем тунӑ.

Ирхине банкран пӗлтернӗ хыпарсене курсан студент амӑшӗ ҫийӗнчех карттăсене хупнӑ та полицие пӗлтернӗ. ГАИ палӑртнӑ тӑрӑх, банк тытӑмӗ сыхӑ пулни 500 пин тенкӗлӗх тепӗр пысӑк куҫарӑва чарса лартма пулӑшнӑ, ӑна вӑхӑтлă чарнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-11-15/v-ufe-student-poteryal-150-tysyach-rubley-iz-za-zvonka-moshennikov-4468600

 

 

Уфара студент ултавҫӑсем шӑнкӑравланипе 150 пин тенкӗ ҫухатнӑ
Уфара студент ултавҫӑсем шӑнкӑравланипе 150 пин тенкӗ ҫухатнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас