Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
18 Ноябрӗн , 11:56

Пушкӑртстанра пенсионерка ултавҫӑсен ӗҫне пула миллион тенкӗ ҫухатнӑ

Аферистсем пысӑк организацисен сотрудникӗсем пек тӗрӗсленӗ схемăпа усӑ курнӑ.

Малтан 76 ҫулти уфимкӑна «Энергосбыт» суя сотрудникӗнчен шӑнкӑравланă, вӑл ӑна СНИЛС номерне калама тата электроэнерги счетчикне ҫӗнӗ ҫӑмӑллӑхлӑ тарифпа улӑштарма заявлени çырма ӳкӗте кӗртнӗ.

Ун хыҫҫӑн хӗрарӑмран иккӗмӗш шӑнкӑрав пулнӑ, вӑл парнене шӑнкӑрав ултавлӑ пулнине пӗлтернӗ, «Росфинмониторинг» ӗҫченӗсемпе васкавлӑ ҫыхӑнма сӗннӗ.

Кунта ҫав-ҫавах усал шухӑшлӑ ҫынсем пулнă. Вӗсем ватӑ хӗрарӑма банк счечӗсемпе саккунсӑр операцисем туни ҫинчен каласа хӑратнӑ, пур пек укҫана ятарлӑ «хӑрушлӑхсӑр» счет ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ, пенсонеркăна такси те чӗнсе илнӗ.  Киле таврӑнсан тин хӗрарӑм ӑнланса илнĕ: ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланнӑ. Унӑн тӑкакӗсем миллион тенкӗ ытла пулнӑ.

Полици преступление тӗпчеме пуҫланӑ, улталакансене хальлӗхе тупайман-ха, пӗлтернӗ ПР МВД.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина / «Башинформ» ИА архивӗ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-11-17/v-bashkirii-pensionerka-poteryala-million-rubley-iz-za-deystviy-moshennikov-4470713

Пушкӑртстанра пенсионерка ултавҫӑсен ӗҫне пула миллион тенкӗ ҫухатнӑ
Пушкӑртстанра пенсионерка ултавҫӑсен ӗҫне пула миллион тенкӗ ҫухатнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас