Уфара таксист преступника тытса чарма пулӑшнӑ. 89 ҫулти пенсионеркана ултавҫӑ шӑнкӑравланӑ, тӑванӗ пек паллаштарнӑ та аварие лекнӗ хыҫҫӑн ӑна васкавлӑн укҫа кирлине каланӑ. Хӗрарӑм ӗненнӗ те курьера 100 пин тенкӗ панӑ.
Ку курьер 27 ҫулти ҫамрӑк пулнă. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн вӑл маларах полицире криминалистра ӗҫленӗ Владислав Демочко таксист патне машинӑна ларнӑ. Водитель ырӑ мара сиснӗ, хӑйӗн професси опычӗпе усӑ курса пассажира тӳрех полици уйрӑмне илсе килнӗ.
Допросра тытса чарнӑ ҫын пур енӗпе те тунман, 78 ҫулти тепӗр пенсионеркӑна та ҫавнашкал майпа улталанине каласа кӑтартнӑ. Уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.
Регионти МВДра Владислав Демочкӑна сыхӑ пулнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-11-20/v-ufe-taksist-otvez-kuriera-moshennikov-v-politsiyu-4475333