Право йĕркине сыхлакансем патне вилнӗ арҫыннӑн амӑшӗ пынӑ.
Уфари Октябрьский район сучӗ прокуратура тавӑҫӗпе СВОна хутшӑнаканӑн мӑшӑрланӑвне тивӗҫсӗр тесе йышӑннӑ. Вилнӗ контрактникӑн амӑшӗ «туй» ывӑлӗ ҫар хӗсметне кайиччен пӗр эрне маларах ҫеҫ пулнине пӗлтернӗ. Уфа ҫынни 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче контракт тунӑ.
Прокурорсем пур фактсене те тӗрӗсленӗ, мӑшӑрсем пӗрле пурӑнманнине, малашлӑха плансем пулманнине палӑртнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ЗАГС докуменчӗсене пӑрахӑҫланă, апла пулсан унта кӑтартнӑ хӗрарӑм тӑлӑх арӑмсене паракан тӳлевсене тивӗҫме пултараймасть.
Сӑнӳкерчӗкĕ: «Башинформ» / архив.
https://www.bashinform.ru/news/law/2026-01-14/v-ufe-prokuratura-rastorgla-fiktivnyy-brak-uchastnika-svo-4537213