Хӗре тӑван ашшĕн аппăшĕ саккунлӑ еткерсĕр хӑварнӑ.
Республика прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Салават хулинче пурӑнакан 17 ҫулти хӗрача хӑйӗн ашшӗн, 2023 ҫулхи кӗркунне пуҫне хунӑ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканӑн пӗртен-пӗр еткерҫи пулса юлнӑ.
Еткерлӗх ĕçне уҫнӑ пулин те вилнӗ ҫыннӑн аппӑшӗ унӑн банкра пухăнса пынă укçи-тенкипе хӑй тӗллӗн усă курнă, ҫур миллион тенке яхӑн тӑванӗсен счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Прокуратура хутшӑнсан суд айӑплӑ ҫынна саккунлӑ еткерҫӗне панӑ суммӑна тавӑрса пама хушнӑ. Йышӑнӑва надзор органӗ тӗрӗслесе тӑрать.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ» ИА / архив.