Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
25 Нарӑсӑн , 10:47

Уфара пурӑнакан хӗрарӑм суеҫтерекенсене 1 миллион тенкӗ ытла панӑ

Уфари Орджоникидзе районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм телефон ултавҫисен парни пулса 1 миллион та 214 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Пушкӑртстан Республикинчи МВД пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хӗрарӑма палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ, вӗсем е брокерсем, е трейдерсем пек паллаштарнă. Палламан ҫынсем ӑна пысӑк инвестици проектне укҫа хывма сӗннӗ, тупӑша хӑвӑрт илме пулӑшма.

Сӗнӳпе кӑсӑклансан шар курнӑскер уйӑх тӑршшӗнче темиҫе хутчен те хӑй кӑтартнӑ банк счечӗ ҫине пысӑк укҫа куҫарнӑ. Ҫапла вара хӑйӗн шанӑҫлӑхне пула 1 миллион та 214 пин тенкӗ ҫухатнӑ, вӗсенчен 684 пинне кредита илнӗ.

Каярахпа хӗрарӑм аферистсен парни пулнине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ. Ултав пирки статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ» ИА / архив.

https://www.bashinform.ru/news/law/2026-02-22/zhitelnitsa-ufy-otdala-lzhebrokeram-bolee-1-milliona-rubley-4588166

Уфара пурӑнакан хӗрарӑм суеҫтерекенсене 1 миллион тенкӗ ытла панӑ
Уфара пурӑнакан хӗрарӑм суеҫтерекенсене 1 миллион тенкӗ ытла панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас