Çутă çул
+15 °С
Облачно

Табак продукцине сутнӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн штрафсем ҫинчен саккуна алӑ пуснă

#владимирпутин

Табак продукцине сутнӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн штрафсем ҫинчен саккуна алӑ пуснăТабак продукцине сутнӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн штрафсем ҫинчен саккуна алӑ пуснă
Табак продукцине сутнӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн штрафсем ҫинчен саккуна алӑ пуснă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин табак продукцине сутнӑ чухне палӑртнӑ хаксене тата сроксене пӑснӑшӑн штрафсем кӗртекен саккуна алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.

Ваккӑн сутакан чи пӗчӗк е чи пысӑк хаксене пӑхӑнмасан сутуҫӑн штраф тӳлеме тивӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн виҫи талӑкра сутнӑ тавар хисепӗнчен килӗ. Сӑмахран, 100 единица таран сутнӑшӑн штраф 5 пин тенкӗпе танлашӗ, 1 пин единица таран сутнӑшӑн — 50 пин тенкӗпе, 1 пин единицан ытларах — 500 пин тенкӗпе.

Ҫав вӑхӑтрах срокран тухнӑ таварпа суту-илӳ тунӑшӑн штрафлӗҫ. Уйрӑм предпринимательсем сутнӑ кашни таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳлӗҫ, юридика сӑпачӗсем — пӗр штукшӑн 20 пин тенкӗ.

https://iz.ru/2090100/2026-05-02/putin-podpisal-zakon-o-shtrafakh-za-narusheniia-pri-prodazhe-tabachnoi-produktcii

 

 

Табак продукцине сутнӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн штрафсем ҫинчен саккуна алӑ пуснă
Табак продукцине сутнӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн штрафсем ҫинчен саккуна алӑ пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас